
Лапсарти А.И. Тихонов олимп чемпионӗн ячӗллӗ спорт шкулӗнче Валерий Львов боксёра асра тытса асӑну хӑми уҫнӑ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ.
Валерий Константинович асӑннӑ шкулта 2013 ҫултанпа ӗҫленӗ – спортпа массӑллӑ ӗҫ енӗпе директорӑн ҫумӗ пулнӑ, каярах инструктор-методист пулса тӑрӑшнӑ.
Асӑну хӑмине уҫма спортсменсем, тренерсем, спорт ветеранӗсем пырса ҫитнӗ.
Валерий Львов 1953 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 1978 ҫулта Белградра тӗнче чемпионӗн ятне тивӗҫнӗ. Чӑваш Енӗн тата Мари Элӑн тава тивӗҫлӗ тренерӗ.

Чӑваш халӑх поэчӗ Валерий Туркай тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Арсений Тарасов «Вячеслав Абукаев-Эмгак» астӑвӑм медальне тивӗҫнӗ.
Ку наградӑпа ҫармӑс халӑхӗн чӗлхипе культурине аталантарма чылай тӳпе хывнӑ ҫынсене чыслаҫҫӗ.
Вячеслав Абукаев-Эмгак – мари халӑх писателӗ, прозаикӗ, драматургӗ, литература критикӗ тата тӑлмачи, Мари Элӑн ҫамрӑксен тата Патшалӑх премийӗн лауреачӗ.

Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче «Ташӑ эрешӗсем» хореографи пултарулӑхӗн регионсем хушшинчи IV фествиаль-конкурсӗн финалӗ иртнӗ. Вӑл Чӑваш Енри паллӑ балетмейстерсен Людмила Нянина тата Владимир Милютин ячӗпе хисепленсе тӑрать.
Конкурса ҫулсерен Чӑваш Енӗн Культура тата ӳнер институчӗ тата Куславкка ентешлӗхӗ йӗркелесе ирттерет. Унта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенчи коллективсем хутшӑннӑ, ҫав шутра Тутарстанри, Мари Элти тата Чулхула облаҫӗнчи.

«Университет — Кӳкеҫ» маршрутпа хутлакан 153-мӗш автобус сехетре пӗр рейс тӑвӗ.
Асӑннӑ маршрутпа ҫӳреме республикӑн Транспорт министерстви Мари Элти «Фортуна» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӗве авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Ирхи пӗрремӗш рейс 6 сехет те 50 минутра ҫула тухмалла, каҫхи юлашки рейс — 19 сехет те 50 минутра. Пӗтӗмпе 12 рейс пулӗ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Республика кунӗнче, Шупашкарта Акатуй иртессине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Вӑл Хӗрлӗ лапамра 15 сехетре пуҫланӗ. Уява ака-суха ӗҫӗ вӗҫленнине тата Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 105 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Унта Чӑваш Енри чи пултаруллӑ коллективсем ҫеҫ мар, Самар, Ӗренпур, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Санкт-Петербургри, Чулухлари, Пушкӑртстанри, Мари Элти тата Тутарстанри коллективсем килсе ҫитӗҫ.
Чӑваш академи драма тата Ҫамрӑксен театрӗсен коллективӗсем те унта хутшӑнӗҫ.

Иртнӗ эрнере, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Муркашри культура ҫуртӗнче «Муркаш» фольклор коллективӗн 25 ҫулхине уявланӑ. Коллектива Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем А.В. Аникин, Ф.Ф. Григорьева, С.А. Каликов ертсе пыраҫҫӗ.
Чӑваш халӑх юррине ламран лама парса хӑварассипе йыш пысӑк тӳпе хывать. Асӑннӑ ансамбльтен ача-пӑчан «Шӑнкӑрав» тата «Шӑпчӑк» ансамблӗсем йӗркеленсе кайнӑ.
Юбилейпа саламлама Йӗпреҫ районӗнчи «Ахах», Шупашкарти «Эткер», Мари Элти «Мырылтенӑ, кушталтенӑ» ансамбльсем пырса ҫитнӗ. Унсӑр пуҫне Муркаш тӑрӑхӗнчи «Тӑванлӑх», «Екрем», «Хавас» ансамбльсем те саламланӑ.

Темиҫе сехет каялла Ҫӗмӗрлене Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ килсе ҫитнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ассоциацийӗнче ӗҫлекен Александр Кузнецов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Пуйӑса кӗтсе илме халӑх йышлӑ пуҫтарӑннӑ.
Аслӑ Ҫӗнтерӗве 80 ҫул ҫитнӗ май Чулхулари чукун ҫул мемориаллӑ ретропоезд йӗркеленӗ.
Пуйӑс ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чулхуларан ҫула тухнӑ.
Вӑл Чулхула тата Киров облаҫӗсенче, Чӑваш Енре, Мари Элта, Тутарстанра тата Удмурт Республикинче чарӑнӗ.

Чӑваш Енре пурӑнакансен пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчи вӑтам ӗс укҫи 82 пин тенкӗпе танлашнӑ. 2023 ҫулхи раштав уйӑхӗн ку кӑтарту 68 пин та тенке пулнӑ.
Ӗҫ укҫин виҫипе Чӑваш Ен Атӑлҫи федераци округӗнчи 5 регионтан иртсе кайнӑ: Мари Элтан, Мӑкшӑ Республикинчен, Киров, Пенза тата Сарту облаҫӗсенчен.
Чи пысӑк ӗҫ укҫи Тутарстанра. Унта вӑл 109,1 пин тенке ларнӑ, чи пӗчӗкки — Киров облаҫӗнче (74,4 пин тенкӗ).

Кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Анатолий Музыкантовӑн юбилей каҫӗ иртӗ.
«Музыкантов приглашает!» (чӑв. Музыкантов йыхравлать) пултарулӑх каҫне Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Сувар» халӑх ташшин ансамблӗн тата «Суварята» халӑх ташшин ача-пӑча ансамблӗн ертӳҫи Анатолий Музыкантов 75 ҫул тултарнине халалланӑ.
Уяв каҫне Мари Элти, Пушкӑртстанри, Тутарстанри коллективсем килсе ҫитмелле. Виталий Адюков, Вячеслав Христофоров тата Ирина Музыкантова юрӑсем шӑрантарӗҫ.

Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче Хореографи ӑсталӑхӗн «Ташӑ эрешӗсем» регионсем хушшинчи III фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. Мероприяти Чӑваш Енре паллӑ балетмейстерсен Людмила Нянинапа Владимир Милютин ячӗпе хисепленет
Конкурса Куславккасен ентешлӗхӗпе пӗрле йӗркеленӗ. Фестивале хутшӑнма 90 заявка ҫитнӗ. Пурӗ 900-е яхӑн ташӑҫӑ хӑйӗн ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Конкурса Чӑваш Енри, Тутарстанри тата Мари Элти коллективсем те хутшӑннӑ. Конкурсра чӑваш, мари, тутар, бурят, таджик, чикан, авар, инди ташшисене кӑтартнӑ.
